Ырӑ — Усал

 

1417Пилне кура Тур парать.Ырӑ суну — Ылхан
1418Пилсӗр ҫынна «вилӗ Пӳлӗхҫи» теҫҫӗ.Ырӑ суну — Ылхан
1419Пилсӗр ҫынна хурлӑх пусса антарать.Ырӑ суну — Ылхан
1420Пилсӗр ҫынпа пӗрлӗх ҫинчен ан уйла.Ырӑ суну — Ылхан
1421Пилсӗр ҫынпа ырӑ тӑвасси ҫинчен ан канашла.Ырӑ суну — Ылхан
1423Пилсӗр этем — ҫул ҫинчи курӑк.Ырӑ суну — Ылхан
1422Пилсӗр этем пилӗксӗр пулнӑ.Ырӑ суну — Ылхан
1424Пилсӗр этемрен телейсӗр пулас та ҫук.Ырӑ суну — Ылхан
1425Пиментей те пил кӗтет, Пинерук та пил кӗтет.Ырӑ суну — Ылхан
702Пирӗшти вӗҫсе ҫитиччен усал чупса та ҫитет.Ырӑ — Усал
703Пирӗшти ҫӑтмаха илӗртет, усал тамӑка сӗтӗрет.Ырӑ — Усал
704Пирӗштин икӗ ҫунат, усалӑн ултӑ ура.Ырӑ — Усал
1044Пихампар та парне панине юратать.Турӑ — Шуйттан
705Пулнӑ усал хуллен-хуллен асран каять.Ырӑ — Усал
706Пур ырӑ япала ҫӗр ҫинче ҫитӗнет.Ырӑ — Усал
1045Ҫукки Турӑра теҫҫӗ.Турӑ — Шуйттан
1046Ҫукран пур пулсан — Турӑпа тан, пуртан ҫук пулсан — ҫӗрпе тан.Турӑ — Шуйттан
707Ҫул ҫине усал ҫынпа тухаччен ху пӗччен тух.Ырӑ — Усал
1329Ҫӳлте Турӑ, ҫӗрте патша.Турӑ — Этем
1330Ҫын пани тутанмалӑх, Турӑ пани тӑранмалӑх.Турӑ — Этем
1426Ҫын ылханни ҫитмест, ҫуратакан ылханни ҫитет теҫҫӗ.Ырӑ суну — Ылхан
708Ҫын ырӑ тунине манать, Пӳлӗх манмасть.Ырӑ — Усал
709Ҫын ырра курсан — ырӑ пулать, усала курсан — усал пулать теҫҫӗ.Ырӑ — Усал
710Ҫын ырра курсан — ырӑ чап сарать, усала курсан — усал чап сарать.Ырӑ — Усал
711Ҫын ырра манать, усал тунине манмасть.Ырӑ — Усал
1331Ҫыннӑн макрасси пӗтмен, Туррӑн парасси пӗтмен.Турӑ — Этем
1332Ҫынран вӑтанмасассӑн, Турӑран хӑрамасассӑн Пихампара юраймӑн теҫҫӗ.Турӑ — Этем
1333Ҫынри — Турӑри.Турӑ — Этем
1047Тепле тарӑхсан та Турӑпа тавлашас ҫук.Турӑ — Шуйттан
1048Торӑран тортса илмелле мар тенӗ.Турӑ — Шуйттан
1314Тур Амӑшӗ юн ҫинче ларать.Турӑ — Пӳлӗх
1056Тур вӑй патӑр теҫҫӗ.Турӑ — Шуйттан
1058Тур ирӗкӗпе тӗнче тӑрать.Турӑ — Шуйттан
1059Тур курать те, калаҫмасть.Турӑ — Шуйттан
1060Тур куртӑр та, шуйттан чартӑр.Турӑ — Шуйттан
1061Тур лаша Турри — тулли валашка.Турӑ — Шуйттан
1062Тур палли турӑхпа ҫусан та шуралмасть.Турӑ — Шуйттан
1063Тур паллине тумла шывӗпе ҫуса та пӗтереймӗн.Турӑ — Шуйттан
1064Тур паллине Тур Амӑш парать.Турӑ — Шуйттан
1065Тур паллине Тур парать, усал ята кам парать?Турӑ — Шуйттан
1334Тур паманнине патша памасть.Турӑ — Этем
1066Тур паманнине ҫапӑҫса илеймӗн.Турӑ — Шуйттан
1067Тур панӑ телей шӑл ҫӗмӗрсе кӗрет.Турӑ — Шуйттан
1068Тур панӑ турпас тура пулнӑ.Турӑ — Шуйттан
1069Тур панине пухса пыр, ху тупнине хушса пыр.Турӑ — Шуйттан
1070Тур панине ҫинӗ чух Турра та пайсӑр ан хӑвар.Турӑ — Шуйттан
1071Тур панине ҫын ҫӗклеймен.Турӑ — Шуйттан
1072Тур панине шуйттан илет.Турӑ — Шуйттан
1073Тур патӑр тесе йӑлӑниччен Турра шӗкӗр! — ҫӑмӑлрах.Турӑ — Шуйттан
1074Тур перекетне пар.Турӑ — Шуйттан